Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: "Судра —2" комеди ӑсталама сӗнетӗп

Agabazar03.06.2013 07:2312469 Пурĕ пăхнă

1919-мӗш ҫулта Шупашкар уесӗнчи Шемшерти юратавҫӑлла театрта тата Хусанти тӗп театрта Фёдор Павловӑн "Судра" комедине лартса панӑ. Халь кӑларма пулать-и ӑна сцена ҫине? Паллах. Анчах та проблема пур: комеди пӗр пайлӑ ҫеҫ. Кунашкал формат театрсемшӗн майлах мар. Ҫавӑнпа та эп кӑмӑл тӑвакансене комедин тӑсӑмне ҫырма сӗнетӗп тата чӗнетӗп. Ҫак ӗҫтӑвӑма конкурс тейӗпӗр. Унта ҫӗнтерекене эп хам преми пама шутлатӑп. Калӑпӑр, пӗр тенкӗ чухлӗ.

Пурӑна-киле, тен, урӑхла меслетсем те шутласа тупӑпӑр. Ҫакна ӑнланмалла эпир: премин пӗлтерӗшӗ унӑн калӑпашӗнче ҫеҫ мар. Кам пӗлет, преми авторитетлӑрах пултӑр тесе ятарлӑ комисси те йӗркелеме май килӗ. Проекта аталанура тесе шутлӑпӑр. Ҫавна кура сроксене те палӑртмӑпӑр халлӗхе. Пӗлме ҫук, хӑҫан ҫуралӗ "Судра —2" :вунӑ эрнерен е ...вунӑ ҫултан.

Умкурӑмсем ҫакӑн пек: иккӗмӗш пайра персонжсем, тӗпрен илсен, ҫавсемех пулмалла. Стилистика, жанр таврашӗ те улшӑнмалла мар паллах. Шухӑша яракан камит пур. Тӑсӑм кирлӗ.

Ку тӗлӗшпе тата ак ҫакӑнта пӑхма пултаратӑр: http://chuvash.org/blogs/comments/1837.html

 

Ҫӳлти ӳкерчӗк ҫинче Шӑмӑршӑ районӗнчи ҫамрӑк артистсем. http://mboosh-8class11.ucoz.ru/phot ... khterkke_quot/1-0-14

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

ял ачи // 4277.62.6492
2013.06.04 21:56
Илле Иванов историйĕ шăпах иккĕмĕш пай валли. Çырас пулсан хальхи пурнăçпа - чăн пурнăçпа - çыхăнтармалла ку драмăна, ĕлĕкхипе е пустуй кулăшпа кăна мар.
Agabazar // 2220.45.9351
2013.06.04 23:08
Agabazar
Тĕрессипе каласан, Фёдор Павлов комедийĕнче те чăн пурнăçах. Кулăшĕ те унта пустуй мар. "Суд влаçĕ" текен институтăн ун чухнехи çитменлĕхĕсем те яр уççăн курăнса тăраççĕ. Çав çитменлĕхсем паянхи кунчченех сыхланса юлнă.
Agabazar // 3553.95.6319
2013.06.05 14:45
Agabazar
1917-мĕш çулхине çулла Фёдор Павлов хăй Шупашкар уесĕнче миравай судьяра ĕçлесе пăхнă. Комедире вăл хăй мĕн курни-илтнине çырса кăтартнă. Вăхăтлах Тÿре-Шара самани.
ял ачи // 4277.62.6492
2013.06.05 22:01
Ун чухнехи çитменлĕхсем паянхи кунчченех пурăнни пирки калатăп та шăпах.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj