Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх.

Аçтахар Плотников24.09.2011 20:4520715 Пурĕ пăхнă
Паян тинех 2012 ҫулта кам президента ларасси паллӑ пулчӗ. Путин иккен. Ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулмарӗ, паллах — политикӑпа интересленекенсем кун пирки тахҫанах чухланӑ. Ара, хӑвӑрах пӑхӑр: Путин вӑхӑтӗнче нимле премьер ӗҫне те президентпа тан ҫутатман. Правительство ҫуртне куҫнӑ самант та питӗ кӑтартуллӑччӗ — вӑл унта патша пек вырнаҫрӗ. Ман шутпа президентлӑх ҫулне ӳстерни те Путиншӑнах, вӑл тепӗр вуникӗ ҫул лармалӑх.
Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх. Мӗншӗн? Ку пулӑм ман шутпа халӑха вӑратма лайӑхрах пулӑшӗ. Влаҫри ҫынсен юмах-халапне (патшалӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 30 пине ҫитесси пиркиех мӗне тӑрать!) итлесе киленекенсем тинех ман шутпа вӑранӗҫ — оппозици йышӗ пысӑкланӗ. Хальхи пек «ик айкки те тӑвайкки» тесе пурӑнакансем те шухӑшла пуҫлӗҫ — ӑҫталла кайни пирки, пуласлӑх пирки.
Чӑваш халӑхӗшӗн те вӑл лайӑх. Влаҫра пӗр ҫынсем тӑни вӑл аталанӑва самай чакарать — патшалӑх ыттисенчен юлма тытӑнать. Арканас туртӑм та ун пысӑкрах. Уйрӑмах пирӗнешкел «полици тытӑмлӑ патшалӑхра» (мӗн чухлӗ ытларах хӗсеҫҫӗ — ҫавӑн чухлӗ ытларах хирӗҫлес килет). Пирӗн ҫӑвар карса лармалла мар ҫеҫ — тӑван халӑх валли ҫул тупмалла, ӑна вӗҫертмелле мар.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2011.09.25 09:48
Аксар Чунтупай
Шаннă кайăк йăвара пулман тет!
2011.09.25 09:49
Аксар Чунтупай
Всего лишь 4 с половиной процента населения получают зарплату выше 40 тысяч рублей, 17% - свыше 25 тысяч. (ГТРК "Чувашия" сайтран)
2011.09.25 09:50
Аксар Чунтупай
Ĕç укçине 32 пине çитериччен инфляци мĕн чухлĕ пулĕ-ха тата... Грецире пулса иртекен япаласем те кĕмсĕрт йăтăнса анасси те куçкĕрет...
2011.09.25 09:53
Аксар Чунтупай
Сармантей вăхăчĕ - самани тепĕр хут çаврăнса çитнине пĕлтермест-ши ку? Суйлавсенченех курăнать ку. Ытти партисене хăйсене мĕн чухлĕ кансĕрлемест, çавăн чухлĕ çăвар уçтарттараççĕ..

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, [5]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj